Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӳнер институчӗ

Спорт Культурӑри тата ӳнерти шашистсем
Культурӑри тата ӳнерти шашистсем

Иртнӗ шӑматкун Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче шашка выляссипе турнир иртнӗ. Ӑна патшалӑхӑн культура тата ӳнер учрежденийӗсенче тӑрӑшакансен II физкультурӑпа спорт спартакиадине ирттернӗ май йӗркеленӗ.

Ӑмӑртӑва 24 ушкӑн хутшӑннӑ. Кашни ушкӑн 2 хӗрарӑмпа 1 арҫынтан тӑнӑ. Турнира Швейцари мелӗпе 5 туртан йӗркеленӗ. Виҫӗ тур хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче, Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче тата Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫлекенсем пуринчен ытла очко пухнӑ. Вулавӑша илсен, шашкӑлла выляма хӗрарӑмсем кӑна пырса ҫитнӗ. Анчах хӗрарӑм тени арҫынтан айван тенине пӗлтермест вӗт!

Пӗрремӗш вырӑна юрӑпа ташӑ ансамблӗ йышӑннӑ, иккӗмӗшне — Хальхи историн патшалӑх архивӗ, виҫҫӗмӗшне — пукане театрӗ.

Сӑнсем (6)

 

Вӗренӳ Рустем Галич тӗлпулура
Рустем Галич тӗлпулура

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче студентсем ӳнер сӑмахӗн актерӗпе, вырӑс классикин поэзийӗпе прозине вулаканӗпе Рустем Галичпа тӗл пулнӑ. Вӑл Хусанта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Нью-Йоркра пурӑнать. Унта Рустем Галич ӳнер вулавӗн жанрне сарать.

Актер хӑйӗн жанрӗ валли ҫӗнӗ формӑсем шырать, вӗсене терӗслет. Ӑна вӑл симфонипе, классикӑпа, эстрада кӗввипе, ташӑпа, органпа, хор юррипе, живопиҫпе пӗрлештерет. Пултарулӑхне кура Рустем Галича Раҫҫейре те, Европӑра та, Америкӑра та пӗлеҫҫӗ.

Актер Шупашкара ӳнер вулавӗ енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттерме, студентсене сцена вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарма килнӗ. Рустем Галичпа тӗл пулма Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка учлищин, культура училищин студенчӗсем пухӑннӑ. Актерпа курнӑҫма К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗн тата Вырӑс драма театрӗн артисчӗсем те пынӑ. Ӑсталӑх класӗ практика тренингне ҫаврӑннӑ. Малтанах сывлав гимнастикине, калаҫу хӑнахтарӑвӗсене тунӑ. Унтан пластика тренингӗсем, пултарулӑх этючӗсем патне куҫнӑ. Тӗлпулӑва хутшӑннисем пысӑк опыт пухма пултарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://vk.com/born_in_chuvashia
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 14

1893
133
Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1901
125
Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ.
1924
102
Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1986
40
Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
1996
30
Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ